Вӗҫет-вӗҫет Хӗвел-атте тавра
Сенкер планета, Ҫӗр-анне ара.
Кам тапса янӑ мечӗк пек ӑна?
Паян ҫулсен шутне шутла кӑна!
Сан сакӑр вунӑ ҫаврӑм хыҫунта,
Кашни, ӗнерхи евӗр, асунта.
Пусать ҫулсен капмарӗ ват ҫынна,
Ҫавӑнпала халь тӑвӑр сан чунна.
Мӗскершӗн пурӑнатпӑр тӗнчере?
Пур ыйтӑвӗ, хуравӗ ҫук, эре.
Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын та — хӑй тӗнче,
Хӗвел ӑшши-ялтравӗ айӗнче.
Пӗртен-пӗрех... Килет те вӑл каять...
Пӗр шутласан, самантлӑх туйӑнать.
Ҫавӑнпала чуна пусать те чул,
Шухӑшласан — шӑрҫаланать куҫҫуль...
Мӑн ыррине курайнӑ эс? Кала,
Чӑваш ачи, тӗпленнӗскер яла?
Асрах, паллах, яш ӗмӗр — ҫутӑ ир...
Ун чух кашни хаваслӑ-ҫке эпир.
Пуҫламӑшӗ хитреччӗ, лайӑхчӗ...
Малашлӑх ҫилӗ сана майӑнччӗ.
Шкула иленнӗ эс, чӑваш ачи,
Хунанӑ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ калчи.
Ҫаплах ара, калча пек ӳснӗ эс, —
Ҫӗнелнӗ ял, уй-хир, тӑван кӗтес.
Кайран йӑшш! шӑтнӑ, ӳснӗ ачусем, —
Чунна та парӑн ҫак ача тесен.
Учитель-ҫке эс — пысӑк ҫын...
Сана Ватти-вӗтти сума сӑвать, сана!
Яш-кӗрӗме кӑларнӑшӑн ҫынна.
Ас илтерес килет пӗрне кӑна.
Ку вӑл — чӑваш писателӗ Садай.
Ыр тӗслӗхӗ, паллах, татах нумай.
Ҫак пӗр кӗтрет те тивӗҫ мухтава,
Ҫавӑнпала кӗртетӗп те сӑвва.
Яш-кӗрӗме кӑна та мар, яла
Ху хыҫҫӑн туртса пынӑ ҫутталла.
Кил-ҫурт тулли чипер ача-пӑча,
Юратнӑ мӑшӑр... Хуйӑх ҫук пачах.
Ят тухнӑ... Ҫар хӗсмечӗ ҫӑмӑл мар.
Сасартӑк - вӑрҫӑ... Анӑҫра – пушар...
Ӑна эс кӗтсе илнӗ чи малтан,
Пирса ҫитсе аякри ялтан.
Йӗрленӗ вилӗм кашни утӑмра, —
Унка та лекнӗ, ҫуннӑ тамӑкра...
Ютра та тӑшмана чун парӑнман, —
Шывра путман чӑваш, вутра ҫунман.
Чӗр тамӑк витӗр тухнӑ ҫиеле,
Ыр-сывӑ таврӑннӑ тӑван киле.
Кайран хӗрсе вӑй хунӑ тепӗр си, —
Хавхалантарнӑ, чӗннӗ пуласси.
...Ҫапла, эс тӳснӗ, курнӑ хура-шур, —
Аса илсе сан каламалли пур.
Кала-кала кӑтартнӑччӗ мана, —
Ҫуралчӗ документ-калав. Ӑна
Ҫапса кӑлартӑм эпӗ хаҫатра.
Илтсе-пӗлни ҫаплах тӑрать асра.
Ҫӗр ҫаврӑмӗн ҫӑмхи ӳсет пӗрмай, —
Ҫулсем пусаҫҫӗ йывӑррӑн ай-ҫай!..
Ача-пӑча, мӑнук та пур ҫинче
Ма хӗсӗнсе килет мӑнаҫ тӗнче?
Пӗччен ӑҫта каяс та мӗн тӑвас?
Этем ӑшпиллӗ ушкӑна хавас.
Кил-йыш, эртел ӑшши — таса тивлет,
Вӗсем ҫук чух йӑшать ҫын е чирлет.
Сан умӑнта — армак-чармак турат,
Шуйттан алли-ури пек... Чун сурать.
Чуну сурать те сӳлетсе илет,
Сӗм читлӗхрен ун тухасси килет.
...Чылайччӗ тӗл пулса калаҫманни,
Чуна хӗсет тумхахлӑ самани.
Пӗлтерчӗҫ ӑнсӑртран хура хыпар:
Пӗччен... Эс курнӑ терӗҫӗ типшар.
Эс тамӑкран та тухнӑскер ыр-сыв...
Ху ывӑлна каҫар, Анне-ҫӗршыв...
Пит йывӑр ахаль ҫын хуйхи-суйхи, —
Пӗрле чух чӑлханмасть кун-ҫул ҫӑмхи.
...Ҫаплах кумать Хӗвел-атте тавра
Ҫулсен ҫиппи ҫавра хыҫҫӑн ҫавра.